| 11872 | Ачин пӳрни ыратать — амӑшӗн чунӗ ыратать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11873 | Ачине мухтасан ачи ыр курмасть. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11874 | Ачине пӑхса ӳстериччен амӑш ҫӑварне ҫӑмах пысӑкӑш те пулин ачи пӑхӗ кӗрет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11875 | Ачине ҫуратмасӑр виҫипе ан виҫ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11876 | Ачине ҫуратмасӑр кипкине хатӗрлеме хушман. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11877 | Ачине тӑвиччен кӗпине ан ҫӗле. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11878 | Ачине туса пӑрахмасӑр турӗ тесе ан кала. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11879 | Ачине юратсан каккине те юратас пулать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11880 | Ачу-пӑчу пуҫна ҫийӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11881 | Ачуна ҫын умӗнче ятла, арӑмна пӗччен чухне ятла. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11882 | Ачупа мухтаниччен чул муклашкипе мухтан. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11883 | Ашшӗ айӑпне ачи ҫӗклемест. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11884 | Ашшӗ аллӑ, амӑшӗ пӗрре анчах. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11885 | Ашшӗ епле, ывӑлӗ ҫапла теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11886 | Ашшӗ ӗҫӗшӗн ывӑлӗ айӑпра мар. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11887 | Ашшӗ килӗнчи хӗрача — йӑран ҫинчи сар чечек. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11888 | Ашшӗ май ывӑлӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11889 | Ашшӗ мулне ӗмӗтленекен нимсӗрех юлнӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11890 | Ашшӗ пиллӗхӗ ачи-пӑчи пурнӑҫне ӑнтарать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11891 | Ашшӗ сӑмахне итлекен ҫука юлмасть. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11893 | Ашшӗ тӑрӑх ывӑлӗсем, амӑш тӑрӑх хӗрӗсем. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11892 | Ашшӗ тӑрӑх ывӑлӗсем. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11903 | Ашшӗ-амӑш — сӑрана, яш-кӗрӗмсем — улаха. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11899 | Ашшӗ-амӑш алӑкран, ачи-пӑчи тӗнӗрен. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11907 | Ашшӗ-амӑш вӗрентмен ачана пурнӑҫ вӗрентет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11901 | Ашшӗ-амӑш кукӑр пулсан ывӑлне те шанмалла мар. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11902 | Ашшӗ-амӑш пиллӗхӗ вутра та ҫунмас, шывра та путмас. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11904 | Ашшӗ-амӑш сӑмахне итлекен ҫука юлмасть. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11905 | Ашшӗ-амӑш хыҫҫӑн кайсан ачисене хурлӑх. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11906 | Ашшӗ-амӑш юратнӑ ача лайӑх ҫын пулнӑ, юратманни — эсрел. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11900 | Ашшӗ-амӑшӗ ачине усала вӗрентмест, ачи хӑех вӗренет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11908 | Ашшӗ-амӑшӗ ӑслӑ, ачи-пӑчи те ӑслӑ пулать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11909 | Ашшӗ-амӑшӗ епле, ачи-пӑчи те ҫапла. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11910 | Ашшӗ-амӑшӗ панӑ ырлӑха ывӑл-хӗрӗ нихҫан та тавӑрса пӗтереймест. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11911 | Ашшӗ-амӑшӗ пиллесен — пин пулать, пиллемесен — кӗл пулать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11912 | Ашшӗ-амӑшӗ сӑмахне итлемен ача-пӑча хӑйӗн пуҫне хӑй ҫухатать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11913 | Ашшӗ-амӑшӗн чӗри ывӑл-хӗрте, ывӑл-хӗр чӗри пуш хирте. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11914 | Ашшӗ-амӑшлӗ хур чӗппи шыва кӗрсен те йӗпенмест, ашшӗ-амӑшсӑрри ирхи сывлӑмпа та йӗпенет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11915 | Ашшӗ-амӑшне итлемен ача-пӑчан сӑмси юхать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11916 | Ашшӗ-амӑшне йӗртекен пархатар курман. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11894 | Ашшӗне пӑхса ывӑлне хӗр пар. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11895 | Ашшӗнчен ывӑлӗ те кая юлмасть. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11896 | Ашшӗпе ывӑлӗ пӗр урапапах чупаҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11897 | Ашшӗсене пула ачисене те ят тивет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11898 | Ашшӗсӗр ача — ҫур тӑлӑх, амӑшӗсӗр ача — хӑр тӑлӑх. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11917 | Ӑнман ача ашшӗне хурлӑх кӳнӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11918 | Виҫӗ конхи ача амӑш чӗччине ҫыртса ҫылӑха кӗнӗ тет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11919 | Виҫӗ кунхи ачан ҫӗлене пӑвса вӗлермелӗх вӑй пур тет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11920 | Виҫӗ кунхи тиха пуртӑ аврине тапса хуҫнӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11921 | Виҫӗ кунхи тиха хӑй амӑшне тапса вӗлерме пултарать тет. | Атте-анне — Ача-пӑча |